Разработка урока по чувашскому языку для 2 класса на тему Япала яче, палла яче, глагол синчен вереннине петемлетесси


Фестиваль открытых уроков учителей начальных классов
1 марта 2018 г
Урок теми: Япала ячӗ, паллӑ ячӗ, глагол ҫинчен вӗреннине аса илсе пӗтӗмлетесси
Урок тӗллевӗсем:
Вӗрентӳ тӗллевӗ: 1) Япала ячӗ, паллӑ ячӗ, глагол ҫинчен вӗреннине аса илсе пӗтӗмлетесси
Сапӑрлӑх тӗллевӗ: 2) Ҫутҫанталӑк илемне курма, туйма вӗренесси, упрама, юратма хӑнӑхтарасси
Аталантару тӗллевӗ: 3) Ачасене ушкӑнпа ӗҫлеме, тирпейле, туслӑ пулма хӑнӑхтарасси
Урока кирлӗ хатӗрсем: компьютер, проектор, карточкӑсем, чӑваш чӗлхи 2 класс кенеки.
УРОК ЮХӐМӖ
Класа урока йӗркелени: (слайд 1)
Эп - чӑваш ачи, саватӑпЧӗвӗл-чӗвӗл чӗлхене.
Юратап юрра-сӑвва та,
Купӑса та кӗслене.
(П. Хусанкай)
Вӗрентекен: Халӗ пирӗн чӑваш чӗлхи урокӗ. Хӑнасене сывлӑх сунӑпӑр. Чӑваш чӗлхинче сывлӑх сунмалли сӑмахсем йышлӑ.
Ачасем: Ырӑ кун пултӑр! Аван-и?
Юпара панӑ сӑмахсене вулани (Слайд 2)
ӗҫчен ҫиллес
маттур кахалкӑмӑллӑ хаярхитре чеетуслӑ сӗмсӗрырӑ чунсӑр- Юпари сӑмахсене пӗ ушкӑна мӗн пӗрлештерет?
- Ку сӑмахсем – ҫынна сӑнлакан сӑмахсем.
- Икӗ юпари сӑмахсем хушшинче уйрӑмлӑх пур-и?
- Пӗрремӗш юпари паллӑ ячӗсем ҫыннӑн ырӑ енӗсене палӑртаҫҫӗ, иккӗмӗш юпарисем ҫынна япӑх енчен сӑнлаҫҫӗ.
- Сирӗн сӗтел ҫинче кашнийӗн пӗрер сӑмах пур. Хӑш юпана лартнӑ пулӑттӑр эсир вӗсене?
(паллӑ-знаменитый, правур-живой, пуҫтах-буйный)
-Хӑш юпари сӑахсемпе туслӑ пулас килет сирӗн?
- Ҫын 1-мӗш юпари сӑмахсемпе туслӑ пулсан, нумай пурӑнать, сывлӑхлӑ пулать, 2-мӗш юпарисемпе килӗштерсен вара яланах вӑрҫса, ҫилленсе ҫӳресен часах ватӑлать, унӑн сывлӑхӗ те хавшак пулать. Паян урокра пире ушкӑнсенче ӗҫлеме 1-мӗш юпари сӑмахсем пулӑшӗҫ
II. Урок темипе, тӗллевӗсемпе паллаштарасси(Кайӑксен сссисем илтӗнеҫҫӗ)
Вӗрентекен: Хаваслӑ кайӑксен сассипе пуҫларӑмӑр эпир паянхи урока.
Вӗрентекен: Кайӑксем-пирӗн туссем. Вӗсем пире хитре юррисемпе савӑтараҫҫӗ. Эпир вӗсене паян хамӑр пӗлӳпе савӑнтарма тӑрӑшӑпӑр.
Паянхи урок – ӑмӑрту урокӗ.Сирӗн пӗлӗве хаклама касса кӑларнӑ кайӑк кӗлеткисем пулӑшӗҫ. Кашни тӗрӗс хуравшӑн эпӗ сире пӗрер кайӑк парӑп. Урок вӗҫӗнче пухӑннӑ кайӑксен шучӗпе сирӗн ӗҫе хаклӑпӑр.
Вӗрентекен: Ачасем, халӗ эпир ҫак кросвордпа ӗҫлӗпӗр. Унтан паянхи урокра тӗпе хурса ӗҫлемелли тема ятне тупӑпӑр.
(Слайд 3)
Алӑсӑр, урасӑр алӑк уҫать. (Ҫил)
Пӗр йывӑҫӑн 12 турат, кашни турачӗ ҫинче 4 йӑва. Кашни йӑвара 7 ҫӑмарта. (Ҫулталӑк)
Ҫулла юхать, хӗлле конькипе ярӑнма чӗнет (Пӑр)
Хура йӑмӑкӑн юрри хитре (Шӑнкӑрч)
Хӗвел аннипе вӗҫленет, тухнипе пуҫанать (Кун)
Каҫине вӑранать, кӑнтӑла ҫывӑрать. (Тӑмана)
Пирӗн тӑхлачӑн 7 хӗр, улттӑшӗ яланах ӗҫлеҫҫӗ, ҫиччӗмӗшӗ ялан ҫывӑрать, канать (эрне)
Вутсӑр ҫунать, пурне те ӑшӑтать (хӗвел)
Вӗрентекен:
Ҫӳлтен аялалла пулнӑ сӑмаха вулатпӑр. Мӗнле сӑмах пулчӗ? (ҪУРКУННЕ)
Мӗнле шутлатӑр, мӗншӗн эпир паян урокра тумалли ӗҫсене ҫуркунне сӑмахпа ҫыхӑнтарӑпӑр-ши? Паян пуш уйӑхӗн пӗрремӗшӗ, ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗ. Ҫуркунне тесенех сирӗн куҫ умне мӗн тухса тӑрать-ши? (Ӑшӑ хӗвел, юр ирӗлни, шыв шӑнкӑтатса юхни, кайӑксен сассисем…)
Чӑнах та, ҫуркуннене сӑнласа пама мӗнле кӑна илемлӗ сӑмах ҫук-ши! Хамӑр калаҫура эпир тӗрлӗ пуплев пайне кӗрекен сӑмахсемпе усӑ куратпӑр. Мӗнле пуплев пайӗсене пӗлетӗр –ха эсир? (Япала ячӗ, паллӑ ячӗ, глагол)
Пуплев пайӗсем ҫинчен мӗн вӗреннине аса илессиҪак асӑннӑ пуплев пайӗсем ҫинчен мӗн вӗреннине ҫирӗплетес, сирӗн пӗлӗве тӗрӗслес тӗллевпе ӑмӑрту пуҫлатпӑр. Виҫӗ ушкӑн ӑмӑртать. Ушкӑн пуҫлӑхӗсене суйлӑпӑр. Кашни ушкӑнӑн хӑйӗн ячӗ пулать, ҫав ята хӳтӗлеме тивет сирӗн. Ҫак ӗҫе «ЧЕЧЕК» вӑйӑ евӗрлӗ ирттерӗпӗр. (Япала ячӗ, Паллӑ ячӗ, Глагол)
Кашни ҫеҫке ҫине пӗр пуплев пайӗн ятне ҫырнӑ. Ушкӑн пуҫлӑхӗ тухса пӗр ҫеҫкине татса илет, ҫавӑнта ҫырнӑ сӑмах ушкӑн ятне пӗлтерет. Хӑвӑра лекнӗ пуплев пайӗ ҫинчен каласа пама ушкӑнпа хатӑрленмелле. Каласа параканӗ ушкӑн пуҫлӑхӗ пулать.
«Мӗн ытлашши?» вӑйӑ
Вӗрентекен: Юпари сӑмахсене тишкерсе тухӑр. Хӑш юпари сӑмахсем сирӗн ушкӑн ячӗе килӗшсе тӑраҫҫӗ, тата хӑш сӑмах ытлашши?
Ирӗлчӗ Хӗвел хӗвелШӑнкӑртатать Шӑкӑрчсем лӑпкӑ
Чӗрӗлнӗ симӗсленет хаваслӑ
Илемлӗ чечек йӑлтӑркка
Юрлаҫҫӗ тӳпе янӑравлӑ
Савӑнатпӑр тавралӑх ӑшӑ
Вӗрентекен: Кайӑксем сирӗншӗн ав мӗнле савӑнаҫҫӗ. Татах та нумаййӑн вӗҫсе килме хатӗрех лараҫҫӗ. Эпир те, канмалла, кайӑксем пек вӗҫсе илер –ха.
Физкультура минучӗ
(Кайӑксен илемлӗ сассисене итлеҫҫӗ)
Кайӑксем вӗҫеҫҫӗ, вӗҫеҫҫӗ, (алӑсемпе сулаҫҫӗ)
Вӗҫсен- вӗҫсен-лараҫҫӗ (пӗшкӗнсе лараҫҫӗ)
Ларсна-ларсан- тӑраҫҫӗ (тӑраҫҫӗ)
Каллех вӗҫсе каяҫҫӗ.
Парттӑсем хушшине лараҫҫӗ.
В.Эткелӗн «Юр пике» сӑввинчи тӗрлӗ пуплев пайӗсене кӗрекен сӑмахсене тупса ҫырасси.
- Малтан сӑвва сасӑпа вулани.
-Ыйтусем ҫине хуравлани:
-Ачасем мӗн тунӑ?
-Юр пике мӗншӗн йӗрет?
- Ҫуркунне ҫывхарни ӑна мӗншӗн пӑшӑрхантарать?
(доска ҫине тухса ҫыраҫҫӗ)
Пуплеве аталантарасси, кластер тума вӗренесси
«Сӑмах ҫӑмхи» вӑйӑ.
- «Хӗвел» тесен сирӗн ума мӗн тухса тӑрать, ачасем? Ҫак япала ятне мӗнле пуплев пайӗсемпе ҫыхӑнтарма пулать-ха? Апла пулсан пӗр енчи пайӑркасем ҫине –паллӑ ячӗсене, тепӗр енне глаголсене ҫырса тухар. Камӑн хӗвелӗ пуянрах пулать.
VIII. Урока пӗтӗмлетсе ачасен ӗҫӗсене хак пани.
- Акӑ пирӗн ушкӑнсем хушшинчи ӑмӑрту вӗҫленчӗ. Мӗн ятлӑ ушкӑнсем ӑмӑртрӗҫ паян? Урӑхла вӗсене мӗнле калама пулать? Вӗсем пуплевре, калаҫура чи кирлисем. Халӗ ӑмӑрту мӗнпе вӗҫленнине пӗлӗпӗр. Кайӑксене шутлӑпӑр. Йывӑҫсене куратӑр. Тухса йывӑҫсем ҫине лартатпӑр. Хӑш йывӑҫ ҫинче кайӑксем нумайрах? Ачасем эсир пурте питӗ маттур ӗҫлерӗр. Кайӑкӗсем ӑшӑ енчен вӗҫсе килме хатӗрех тӑраҫҫӗ.
-Ачасем, сире урок килӗшрӗ-и? Хӑвӑрӑн кӑмӑлӑра палӑртакан смайликсене ҫӗклӗр-ха, урок пуҫламӑшӗнче мӗн терӗмӗр? Эпин эпир лайӑх, маттур, туслӑ, ырӑ ачасем.


Приложенные файлы


Добавить комментарий